Хĕç çĕкле [тыт] поднимать [обнажать] / поднять [обнажить] меч, поднимать / поднять оружие.
Чăваш çӳренĕ Разинпа пĕрле, Пугачевпа пĕрле хĕç çĕкленĕ. Уйăп М. Пирĕн патша пурне те хăй тапăрне чĕнет, йĕкĕтсене хĕç çĕклеме хушать. Юхма М. Пусмăрлăха тарăхса, Хĕç тытмасăр эс тӳсмен. С. Элкер. Эп пăхатăп çирĕм çул каялла, — Ун чухне эп кĕтнĕччĕ çĕн çул. Черкке мар, хĕç тытнăччĕ алла — Умăмра выртатчĕ вутлă çул. В. Урташ. Эп тытрăм алла çивĕч хĕç, — Нихăçан та мăкатмăп ăна. Г. Орлов. Ильич йыхравĕпе çĕкленнĕ, Хĕç тытнă манăн асатте, Чапаевпа пĕрле çӳренĕ, Çапăçура яман ятне. Ю. Семенов.
Çавăн пекех пăхăр:
хăяхлă хăяхлă кăвак чечек хăяхлăх хăяхлан « Хĕç çĕкле » хĕç ани хĕç витĕр ил хĕç лĕпĕш хĕç пулă хĕç тир